Чӑваш чěлхи кунне, И.Я.Яковлев çуралнӑ куна халалласа чӑваш чěлхи эрнин ěç планěпе килěшÿллěн акан 25 – мěшěнче Пěрçырлан шкулěнче чӑваш чěлхине вěрентекен Никитина Т.В. ертсе пынипе « Чӑваш халӑх Улӑпě» ятлӑ литература каçě иртрě. Чӑвашсемшěн пěтěм пурнӑçне, сывлӑхне панӑ çынна , чӑвашсен пěрремěш вěрентекенне халалланӑ уяв каçěнче И.Я.Яковлевӑн чӑваш халӑх умěнчи калама çук пысӑк ěçě – хěлě пирки калаçрěç, унӑн пурнӑç çулě – йěрě тӑрӑх утса тухрěç, Аслӑ Вěрентекенěмěре шӑнкӑр шыв сассиллě чӑваш чěлхи паянхи кунччен ирěклě янӑранӑшӑн яланах тав тумаллине палӑртрěç, чěлхен малашнехи шӑпи хӑйсенчен нумай килнине пěлтерчěç.