Пěтěм чӑваш диктанчě

  Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ  ирттерекен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акцие Пěрçырлан шкул ачисем те хастаррӑн хутшӑнчěç. Акцие хутшӑнакансем  хӑйсем чӑвашла тěрěс  çырма пěлнине тěрěслерěç, çавӑн пекех чӑваш чěлхин пěлтерěшě, сумě – хисепě ÿсессе шаннине пěлтерчěç.