Эп – чăваш ачи.

«Кам – ха, кам  çак халăха пēлет,

Вăл çēр пин сăмахпала пуплет.

Çēр пин юрă – çемē кēвēлет,

Çēр пин тēслē тēрē вăл тēрлет» - П. Хусанкай  çырнă сăвă йēркисенчен,  И.Я.Яковлев çуралнă, чăваш чēлхи кунне халалланă,  Любимова З.П ертсе пынипе 1,2 класра  «Эп – чăваш ачи» темăпа , ача – пăча сăмахлăхēпе çыхăнтарнă музыкăпа литература каçē иртрē. Чăваш чēлхи пуянлăхēпе илемлēхне сăнлакан сăвă – юрă, ваттисен сăмахēсемпе тупмалли юмахсем, пулмасла халапсем, ача – пăча вăййисем, рольсемпе вылянă «Чăхпа автан» юмах, чăваш тēрриллē ал ēç выставки уява илемлетрēç. Шкул библиотекарē Тимонина Р.Ю. чăваш издательстви ача – пăча валли кăларнă кēнекесемпе паллаштарчē. Вēрентекенпе пēрле «Итлēр куккук сассине» чăваш халăх юррине юрласа пачēç. Мēн тери çепēç те янăравлă чăваш юррисем!  Вēренекенсем «Традиционная национальная одежда чувашского народа» презентаципе паллашрēç, Римма Юрьевнапа вēрентекен тăхăннă чăваш тумēпе киленчēç. Упраса хăварасчē атте – аннен, асатте – асаннен чēлхине, унăн йăли  - йēркипе чăвашлăхне!