« И.Я.Яковлев – чӑваш халӑхне çутта кӑларакан»

       Ҫулсерен иртекен чӑваш чěлхи эрнин ěç планěпе килěшÿллěн акан 23 – мěшěнче Пěрçырлан шкулěнче 7 – 8 классенче вěренекенсем  « И.Я.Яковлев – чӑваш халӑхне çутта кӑларакан» ятлӑ викторинӑна хутшӑнчěç. Улӑп чěреллě çыннӑмӑрӑн ěçне – хěлне, унӑн пурнӑç тапхӑрěсене мěнле пěлнине кӑтартрěç. Чӑваш чěлхин пуласлӑхěшěн, ӑрусен шӑпишěн хыпса çуннӑ ӑсчахӑмӑрӑн пултарулӑхěпе кун – çулне пěлессипе ирттернě тупӑшура 8- мěш класра вěренекенсем палӑрчěç. Вěсенчен кӑшт каярах юлса 7 – мěш класра вěренекенсем  иккěмěш вырӑн йышӑнчěç.