Чӑваш чěлхипе тата литература эрнин ěç планěпе килěшÿллěн район шайěнче « Чун – чěрери сӑмахсем» ятпа ирттернě хӑйсем çырнӑ(авторсем) сӑвӑсен, калавсен презентацийěн конкурсне Пěрçырланти пěтěмěшле пěлÿ паракан шкулта чӑваш сӑмахлӑхне вěрентекен НикитинаТ.В. та хутшӑнчě. Чěвěлти чěкеç чěлхиллě чӑваш чěлхи çинчен, вӑрçӑ асапě паян та хӑйěн çинчен аса илтерсе тӑни çинчен, чӑваш литературин классикě К.В.Иванов çинчен, шӑпчӑк сассиллě илěртÿллě çуркунне çинчен чун – чěрери туйӑмне, шухӑшне палӑртса хӑй çырнӑ сӑвӑсене вуласа Тамара Викторовна призерсен шутне кěме пултарчě. Чěререн шӑранса тухакан сӑвӑсем итлекенсене те килěшрěç, вěсем Тамара Викторовнӑна малашнехи ěçре пысӑк çитěнÿсем тума ырлӑх, сывлӑх сунчěç.