Ĕç çыннин çулталӑкне тата чӑваш чěлхи эрнине халалланӑ ěçсем Пěрçырланти пěтěмěшле пěлÿ паракан тěп шкулта экскурсирен пуçланчěç. 1-3, 6 класра вěренекенсем ЧР Тава тивěçлě культура ěçченě, «Сӑрьен» халӑх фольклор ушкӑнěн ертÿçи Ерёмкина Юлия Тихоновна йěркеленě куравпа, аваллӑх арчинчи пуянлӑхпа, паллашма кайрěç. Мěн çук-ши кунта: пир вырӑнě, кěнчеле, хултӑрчӑ, пěрне, пурак, пир, çӑпата тата ытти те. Ҫак япаласене ěлěкрен Ерёмкина Юлия Тихоновнӑн çемйи упраса пынӑ. Вӑл пир кумми çипписенчен çивěт туса, кайран пир тěртнипе паллаштарчě. Ефимова Ю. В. çип арласа кӑтартрě. Хальхи шкул ачисемшěн çак ěçсем пурте тěлěнмелле те интереслě пулчěç. Хӑйсен куçěпе курнине, хӑш-пěр ěçсене туса пӑхнине мěн çиттěр . Вěренекенсем Юлия Тихоновнӑна чун-чěререн тав турěç, илнě пěлÿпе уроксенче усӑ курма тěв турěç. фоторепортаж