« Тӑван чěлхе – пěлÿ çӑл куçě» тěнчинче

« Тӑван чěлхе – пěлÿ çӑл куçě» тěнчинче

Ҫак  ятпа  уçӑлчě  Пěрçырланти  пěтěмěшле  пěлÿ  паракан   шкулта  чӑваш  чěлхипе  литература эрни ака уйӑхěн 19 – мěш кунěнче.  Тӑван сӑмахлӑха вěрентекен Никитина Т.В. И.Я.Яковлев çуралнӑ куна, чӑваш чěлхи кунне халалланӑ чӑваш чěлхипе литература эрнин   ěç  планěпе,  хӑш кунта  мěнле ěçсем пулса иртессипе паллаштарчě. Палӑртнӑ ěçсене активлӑ хутшӑнса çитěнÿсем тума сěнчě Тамара Викторовна вěренекенсене.  Чӑваш Республикин « Чěлхесем çинчен калакан саккунě» çинчен те çавӑн чухнех калаçрěç. « Ăнӑçу сире, чӑваш хастарěсем! Ҫеçпěл Мишши каларěшле, вут кайӑклӑн вěçěр, ан юлӑр пурнӑç уттинчен!»,- тесе вěçлерě хӑйěн сӑмахне Тамара Викторовна.