« Уҫҫᾰн янᾰра, чᾰваш чēлхи!»
Районти вēрентӳ пайē акан 26- мēшēнче чᾰваш чēлхи кунне, И.Яковлев ҫуралнᾰранпа 165 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен «Уҫҫᾰн янᾰра , чᾰваш чēлхи!» смотр- конкурса та хутшᾰнчēҫ Пēрҫырлан шкулēн вēрентекенēсемпе вēренекенēсем. «Чи лайᾰх вулакан» конкурса хутшᾰнма шкулти чи лайᾰх сᾰвᾰ вулакансен конкурсēнче ҫēнтернē 7-мēш класра вēренекен А.Арсентьева тивēҫ пулчē.Музыка учителē И.Любимов ертсе пыракан вēрентекенсен ушкᾰнē чᾰваш халᾰх юррипе конкурса хутшᾰнса пултарулᾰхē пысᾰк шайра пулнипе палᾰрчēҫ, Мухтав хучē илме тивēҫ пулчēҫ. Маттурсем , малалла та чᾰваш халᾰхēпе унᾰн пуласлᾰхēшēн ҫирēп тᾰрᾰр!