ЭПИР - И.Я. ЯКОВЛЕВ ВĕРЕНЕКЕНĕСЕМ

Чăваш чĕлхи эрни вĕçленсе пырать. Пĕрçырлан шкулĕнчи   3-мĕш класра  вĕренекенсем эрнипех  И.Я.Яковлев çырнă калавсемпе паллашрĕç, вĕсем тăрăх  ÿкерчĕксем турĕç. Унтан  чăваш халăхне çутта кăларнă çынна  халалласа уяв урокĕ ирттерчĕç. Малтан кĕскен унăн пурнăçĕпе паллашрĕç. Ачасем хăш-пĕр калавсене сăнарласа каласа пачĕç, вĕсенче вĕрентсе каланисемпе тата ваттисен сăмахĕсемпе усă курнине тишкерчĕç. Уява  И.Я.Яковлев  чăваш  халăхӗ патне ҫырнă  халалпа вĕçлерĕç.