Чᾰваш чӗлхи кунне, И. Я. Яковлев ҫуралнᾰранпа 165 ҫул ҫитнине халалласа 1-4 класра «Асанне вᾰйᾰ арчинчен» уяв иртрӗ. Класс ертӳҫи Григорьева И. В. ачасене чᾰвашсен асаннесем , кукамайсем вылянᾰ вᾰййисемпе паллашма сӗнчē. « Пӳрнеске» пукане театрне ҫӳрекен пӗрремӗшсем чᾰваш халᾰх юмахӗ тᾰрᾰх лартнᾰ «Пукане» юмаха лартса пачēҫ. Пурне те Оксана Козлова, Маша Ксенофонтова, Семён Петров, Кирилл Акмаев выляни питē килēшрē. Саша Ашмаринпа Коля Капитонов та вᾰйᾰсенче хастар пулчēҫ. Ачасем савᾰнсах «Чēпикле», «Кайᾰкла», «Шᾰрпᾰкла», «Пар, пар, партинелле», «Хēвел е уйᾰхла», «Чᾰх картилле» вылярēҫ. Çак вᾰйᾰсене ҫерем ҫинче сурᾰх-путек пᾰхнᾰ чух вылянᾰ, урамра ача-пᾰча сасси янᾰранᾰ. Çанталᾰк ᾰшᾰтсан пурте хаваспах аса илнē вᾰйᾰсене выляма пулчēҫ.