Анлăн янăрать чăваш чĕлхи

   Паян, акан 25- мӗшӗнче, пур чᾰвашшᾰн та  пысᾰк уяв –  Чᾰваш чӗлхи кунӗ , ҫавᾰнпа шкулта ирех уя в сӗмӗ курᾰнчӗ, чᾰваш тумӗ тᾰхᾰннᾰ вӗренекенсем  шкула килекенсене пурне те Чᾰваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламласа кӗтсе илчӗҫ. Уроксем хыҫҫᾰн И.Я.Яковлев ҫуралнᾰ куна , чᾰваш чӗлхи кунне уявлама  Пӗрҫырлан шкул ачисем Культура ҫуртне пухᾰнчӗҫ. Малтан чᾰваш чӗлхине вӗрентекен Никитина Т.В. пухᾰннисене чᾰваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламларӗ.Унтан  « Чи лайᾰх вулакан»сᾰвᾰ вулакансен  конкурсӗ  иртрӗ. Шкул ачисем И.Я.Яковлев , хамᾰрᾰн юратнᾰ чӗлхе ҫинчен сᾰвᾰсем янраттарчӗҫ. Жюри членӗсем палᾰртнᾰ тᾰрᾰх, « Чи лайᾰх вулакан « ята  7 класра  вӗренекен Анастасия Арсентьева  тивӗҫ пулчӗ, ᾰна районта иртекен конкурса хутшᾰнма сӗнчӗҫ.Унтан шкулти ҫамрᾰк артистсем Т.Петӗркки ҫырнᾰ « Çутталла» инсценировкᾰна сцена ҫинче  выляса пачӗҫ, И.Яковлев ачалᾰхне ӗненмелле кᾰтартрӗҫ. Çамрᾰк артистсен пултарулᾰхне  шкул ачисем те ,      ашшӗ-амᾰшӗсем те  пысᾰк хак пачӗҫ.Уйрᾰмах куракансене Настя  Арсентьева, Катя Тарасова, Витя Буяндайкин, Вика Казанбаева выляни килӗшрӗ. Ачасене сцена ᾰсталᾰхне алла илме пулᾰшнᾰ Т.В.Никитинᾰна та тав сᾰмахӗ каларӗҫ куракансем.