«Чăн-чăн чăваш вăййи – «Лапталла»

       Ачасен сывлᾰхне ҫирӗплетес ,вӗсен ҫаврᾰнᾰҫулᾰхне ӳстерес тесе физкультура урокӗсенче тӗрлӗ ӗҫ пулса иртет.Чᾰваш чӗлхи кунне халалласа физкультура учителӗ Степанова И.Г. 3-4 класс вӗренекенӗсене чᾰвашсен авалхи вᾰййине выляма вӗрентрӗ. Ачасем «Лапталла» вᾰййа интересленсех вылярӗҫ, мӗншӗн  тесен  ку  вᾰйᾰ кӗлетке  хусканᾰвне те, ᾰс -тᾰн ҫивӗчлӗхне аталантарма  та  пулᾰшать.  Кунсерен вылямалли  вᾰйᾰсен  шутне кӗртме  йышᾰнчӗҫ «Лапталла» вᾰййа ачасем.