« Чăваш çырулăхĕн çул- йĕрĕ»

« Чᾰваш ҫырулᾰхӗн ҫул- йӗрӗ»   текен  ятпа уҫᾰлчӗ чᾰваш халᾰхӗн юмахри анчах мар , чᾰн- чᾰн Улᾰпӗ ҫӗр ҫине килнӗренпе 165  ҫул ҫитнине халалланᾰ , чᾰваш  чӗлхи  эрнин  ӗҫ  планӗпе  килӗшӳллӗн  акан  24- мӗшӗнче  чᾰваш чӗлхи вӗрентекен  Никитина Т.В. ертсе пынипе  иртекен  ҫавра сӗтел. Ку ларура  9 класра вӗренекенсем  пирӗн мᾰн  асаттесемпе асаннесен чӗвӗл-чӗвӗл  чӗлхи авалтан пуҫласа паянхи кунччен  тӗрлӗрен  йывᾰрлᾰхсене ҫӗнтерсе , миҫе ҫичӗ ютᾰн мᾰшкᾰлне тӳссе , чᾰтса упранса юлни пирки туха-туха калаҫрӗҫ, чӗлхе аталанᾰвӗн ҫул-йӗрӗн тапхᾰрӗсем  ҫинче чарᾰнса тᾰчӗҫ.Пӗтес патнех   ҫитнӗ  ,  «хӗрлӗ ӗне» ҫисе янᾰ чᾰвашсен ҫырулᾰхне тепӗр хут чӗртсе яраканᾰн, чᾰваша ҫӗнӗрен алла кӗнеке тыттарас  тӗлӗшпе улᾰпла ӗҫсем тунᾰ И.Я.Яковлевᾰн, вᾰл  уҫнᾰ Чӗмпӗрти чᾰваш шкулӗн тӳпи ҫав тери пысᾰк пулнине палᾰртрӗ Дарья Охтерова.Вера Борисова та И.Яковлев ячӗ чᾰваш ҫырулᾰхӗн аталанᾰвӗнче, халᾰх историйӗнче ӗмӗр-ӗмӗр ҫуталса тᾰрӗ тесе пӗтӗмлетсе каларӗ.Çавра сӗтел интереслӗ  те усᾰллᾰ иртрӗ ачасемшӗн, Çак ларура илнӗ пӗлӳпе усᾰ курса хᾰйсен шухᾰшне «И.Яковлев пулман пулсан…» ятлᾰ сочиненире ҫырса кᾰтартма шут тытрӗҫ 9 класра вӗренекенсем.