И.Я.Яковлев ҫуралнᾰранпа -165, Н.В.Никольский ҫуралнᾰранпа 135 ҫул ҫитнине халалласа И,Н,Ульянов ячӗллӗ Чᾰваш патшалᾰх университечӗ , И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чᾰваш патшалᾰх педагогика университечӗ, Чᾰваш Республикин Вӗренӳ институчӗ,Чᾰваш патшалᾰх гуманитари ᾰслᾰлᾰхӗсен институчӗ, «Хыпар» хаҫат тата Чᾰваш наци радиовӗ ирттерекен «Пӗтӗм чᾰваш диктанчӗ» текен акцине акан 24 – мӗшӗнче хᾰйсен чᾰваш чӗлхипе пӗлӳ шайӗ мӗнле пулнине тӗрӗслев тӗллевпе Пӗрҫырлан шкулӗнче ӗҫлекен учительсемпе шкул ачисем хастаррᾰн хутшᾰнчӗҫ. Тахҫанах шкул пӗтернисем те , паян шкул сакки ҫинче ларакансем те пӗтӗм чᾰвашсен пӗрлӗхлӗ диктантне хутшᾰнс а чᾰваш чӗлхин пӗлтерӗшӗ, сумӗпе хисепӗ ӳсессе шанса, чᾰваш чӗлхи ан пӗттӗр, вᾰл малалла та аталантᾰр тесе палᾰртрӗҫ чᾰваш чӗлхи кунне халалланᾰ диктанта хутшᾰнакансем. Пӗрлӗхлӗ диктанта шкул ертӳҫи Былинкина Л.Н., директор ҫумӗ Кириллова Л.В., учительсенчен Никитина Т.В., Мурзина Р.В., Любимова З.П., шкул библиотекарӗ Тимонина Р.Ю. тата шкул ачисем пӗр кᾰмᾰллᾰ пулса ҫырчӗҫ