« Виртуаллᾰ ҫул ҫӳрев»
И.Я.Яковлев юбилейне халалланᾰ чᾰваш чӗлхи эрнинче 7 класра вӗренекенсем те айкᾰра тᾰрса юлмарӗҫ. Вӗсем хᾰйсен класс ертӳҫипе Шарапова В.П. пӗрле И.Я.Яковлев пурᾰннᾰ, вӗреннӗ, ӗҫленӗ вырᾰнсем тᾰрᾰх виртуаллᾰ ҫул ҫӳреве тухрӗҫ. Ун хыҫҫᾰн чᾰваш чӗлхи вӗрентекен Никитина Т.В. хатӗрленӗ викторина ыйтᾰвӗсем ҫине хуравласа хᾰйсем И.Я.Яковлев ҫинчен ҫӳллӗ шайра пӗлнине кᾰтартрӗҫ. Çакᾰн пек ҫул ҫӳревпе чᾰвашсен ытти ҫыравҫисем патӗнче те «хᾰнара» пулса курас шухᾰшлине палᾰртрӗҫ Пӗрҫырланти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти ҫиччӗмӗшсем.