Чаваш Улапе.

« Чваш Улпӗ»

текен ятпа уҫᾰлчӗ И.Я.Яковлев ҫуралнᾰранпа 165 ҫул ҫитнине халалланᾰ стенд тата кӗнекесен куравӗ. Ӑна чᾰваш чӗлхипе литература эрнинче Пӗрҫырланти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта нумай ҫул хушши ӗҫлекен Тимонина Р.Ю. библиотекарь йӗркелерӗ. Вᾰл чᾰвашсене ҫутта кᾰларнᾰ, хᾰйӗн пурнᾰҫне чᾰвашсемшӗн ҫеҫ ирттернӗ И.Я.Яковлев ҫинчен ҫырнᾰ кӗнекесемпе  ачасене паллаштарчӗ, илсе вулама сӗнчӗ. Куравра И.Яковлев ача чухнехи пурнᾰҫне, шкулти, гимназири, университетри вᾰхᾰчӗсене  сᾰнласа панᾰ. Шкул ачисем кӗнеке куравӗнче тата стендри материалсенче  нумай  ҫӗннине пӗлчӗҫ.