«Тᾰван чӗлхе урлᾰ пӗлӳ тӗнчине» текен ятпа уҫᾰлчӗ Пӗрҫырлан шкул ачисен линейки акан 19- мӗшӗнче. Шкул ачисене чᾰваш сᾰмахлᾰхне вӗрентекен Никитина Т.В. акан 19-25 кунӗсенче шкулта чᾰвашсене ҫутта кᾰларнᾰ, вӗсем валли ҫӗнӗҫырулᾰх йӗркеленӗ И.Я.Яковлевҫуралнᾰранпа 165 ҫул ҫитнине халалланᾰ чᾰваш чӗлхипе литература эрни иртессине пӗлтерчӗ, унтан эрнен ӗҫ планӗпе,Чᾰваш Республикин Чӗлхесем ҫинчен калакан саккунӗпе паллаштарчӗ. Шкул ачисем ку хыпара хаваспа кӗтсе илчӗҫ, палᾰртнᾰ мероприятисенче активлᾰ хутшᾰнасса шантарчӗҫ.