Паян, авᾰн уйᾰхӗн 5-мӗшӗ, виҫҫӗмӗш космонавт тӗнче уҫлᾰхӗнче вӗҫсе, хᾰйӗн йышлᾰ мар, анчах талантлᾰ та ӗҫчен чᾰваш халᾰхне мухтав кẏнӗ А. Г. Николаев ҫуралнᾰ кун.Ҫак куна халалласа 1, 3, 4 класра вӗренекенсем унᾰн пурнᾰҫӗпе паллаштаракан «Андриян Григорьевич Николаев - чᾰваш ятне тӗнче уҫлᾰхне ҫӗкленӗ паттᾰр» презентаци пᾰхрӗҫ. Ачасем космос паттᾰрӗ ҫинчен ытларах пӗлчӗҫ, викторина ыйтᾰвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Тᾰваттᾰмӗшсем А. Г. Николаев ҫуралнᾰ яла, Сӗнтӗрвᾰрри районӗнчи Шуршᾰла кайса курма тӗллев лартрӗҫ.