Ака уйᾰхӗн 26 – мӗшӗнче Пӗрҫырланти пӗтӗмӗшле пӗлẏ паракан шкулта чᾰваш сᾰмахлᾰхне вӗрентекен Никитина Т.В. Раҫҫей историйӗн ҫулталᾰкне тата чᾰваш чӗлхин кунне халалласа «Халᾰх сᾰмахлᾰхӗ - ᾰс-тᾰн ҫивӗчлӗхӗ» ятлᾰ фольклор уявӗ ирттерчӗ.Раҫҫей историйӗ вᾰл - чᾰваш халᾰх историйӗ те.Чᾰваш халᾰхӗн историйӗ халᾰх сᾰмахлᾰхӗнче упранать. Ҫавᾰнпа ҫак уяв каҫӗнче шкул ачисем халᾰх сᾰмахлᾰхӗн тӗнчинче пулса курчӗҫ. Уяв пуҫламᾰшӗнче вӗренекенсем чᾰваш чӗлхи ҫинчен ҫырнᾰ чᾰваш ҫыравҫисен сᾰввисене шᾰрантарчӗҫ. Унтан вӗсем ача -пᾰча вᾰййисенче те, улахпа ҫамрᾰксен ҫурхи вᾰййисенче те савᾰнчӗҫ.Ӗлӗкхи вᾰхᾰтра салтака ᾰсатас йᾰла – йӗркене те,чᾰваш туйӗн пӗр сыпᾰкне те артистсенчен кая мар кᾰтартрӗҫ. Уяв каҫӗ ачасемшӗн интереслӗ те усᾰллᾰ иртрӗ , нумай ҫӗннине пӗлчӗҫ шкул ачисем. Ҫак уявра Пӗрҫырланти Культура керменӗче ӗҫлекен Еремкина Ю.Т. тата Семенова З.А. Пӗрҫырлан тᾰрᾰхӗнчи халᾰх йᾰли –йӗрки ҫинчен каласа пачӗҫ. Шкулта вӗренекенсем тулли кᾰмᾰлпа саланчӗҫ уяв каҫӗнчен.