Аваллăх арчинчи пуянлăх.

фоторепортаж

Пěрçырланти Культура çурчě çумěнче йěркеленнě «Сăрьен» фольклор ушкăнě республикăра, районта иртекен чылай мероприятисене хутшăнса тури чăвашсен ěлěкхи юрри-ташшисемпе паллаштарать. Акă паян та, ака уйăхěн 26-мěшěнче, чăваш чěлхи кунне халалланă уява Пěрçырланти шкул ачисем патне «Сăрьен» халăх ансамблě çитрě. Ансамбль ертÿçи Ерёмкина Ю.Т. йěркеленипе «Сăрьен» халăх ансамблě ачасене чăваш халăхěн ěлěкхи традицийěсемпе, ěçě-хěлěпе, чăвашсен ěлěкхи çи-пуçěпе, юрри-ташшипе паллаштарчě. «Сăрьен» ушкăн членěсем халăхăн ěлěкхи сăмахлăхне пěрчěн-пěрчěн пухса паянхи кун ентешěмěрсем хушшинче сарать, халăх патне çитерет. Паянхи уяв программинче чăваш халăхěн ěлěкхи пурнăçě туллин тухса тăчě: кунти улах юррисемпе ташшисем, çуркуннехи вăйă юррисем, пир çапни, çавапа утă çулни, ěлěкхи вăхăтра алăпа тырă акни, çурлапа тырă вырни, авăн çапни пурин чунне те тыткăнларěç. Уйрăмах шкул ачисем хăйсен асламăшсен, кукамăшсен, аслашшěсен ěлěкхи ěçěсене интересленсе пăхрěç, аваллăх арчинчи чăн-чăн пуянлăхне курса савăнчěç. Юлашкинчен чăваш сăмахлăхне вěрентекен Никитина Т.В. чăваш чěлхин эрнине пěтěмлетрě, Çеçпěл Мишшин сăмахăсемпе шкул ачисене чěнсе: «Вут кайăклăн вěçěр, ан юлăр, ан юлăр кун-çул уттинчен»,- тесе пěтěмлетсе вěçлерě хăйěн сăмахне, чăваш чěлхи  эрнинче ирттернě мероприятисенче палăрнă ачасене мухтав хучě парса чысларě.