Кашни ача мĕн пĕчĕкрен юмахсемпе туслă. Малтанах вĕсене амăшĕ , асламăшĕ вуласа парать. Шкулта вара ача вулама вĕренсенех, юмах тĕнчине кĕрсе ӳкет.
Чᾰваш чӗлхипе литература эрнине Пӗрҫырланти пӗтӗмӗшле пӗлẏ паракан шкулти 1-мĕш класс ачисем те хутшăнчĕҁ. Эрнипех И.Я.Яковлев букварьне кĕртнĕ юмахсене вуларĕҁ. Эрне вĕҁĕнче вара ҁак юмахсене театрти пек выляса кăтартрĕҁ.