Ака уйᾰхӗн 21-мӗшӗнче Пӗрҫырланти пӗтӗмӗшле пӗлẏ паракан тӗп шкулта чᾰваш чӗлхи кунне халалланᾰ чᾰн-чᾰн чᾰваш уявӗ иртрӗ.Шкулᾰн иккӗмӗш хутӗнче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем йӗркеленӗ « Илемлӗ ,илемлӗ,илемлӗ чᾰваш тӗрри» ятлᾰ алӗҫ куравӗ ӗҫлерӗ. Ун патӗнчен кунӗпех ачасем татᾰлма пӗлмерӗҫ , вӗсене выставкᾰна тᾰратнᾰ пур ӗҫ те кᾰсᾰклантарчӗ. Уроксем хыҫҫᾰн чᾰваш чӗлхи пẏлӗмӗнче тᾰван чӗлхе учителӗ Никитина Т.В. ертсе пынипе чᾰваш чӗлхи кунне халалланᾰ « Чᾰваш тӗнчи» ятлᾰ пултарулᾰх каҫӗ иртрӗ. Ку уяв каҫне 5-9 класра вӗренекенсем пурте хутшᾰнчӗҫ. Чᾰваш тӗнчи мӗнре упранса юлнине кᾰтартрӗҫ ачасем : чᾰваш тӗнчи вᾰл - Чᾰваш ҫӗр – шывӗнче, чᾰваш тӗнчи анне чӗлхинче, чᾰваш тӗнчи чунра, йывᾰҫра , тӗрӗре, чᾰваш юрри- ташшинче иккенне ӗнентерчӗҫ ачасем .Уявра чᾰваш юрри- кӗвви янрарӗ, асаннесемпе кукамайсен ӗлӗкхи тӗррисем чуна тыткᾰнларӗҫ ,тᾰван чӗпхене пᾰсса калаҫакансене те « йӗплӗ хулᾰ» лекрӗ. Уйрᾰмах уяв каҫне Былинкина Л.Н., Никитина Т.В.,Тимонина Р.Ю. ӗҫӗсем , 7 класра вӗренекенсем чунран шᾰрантакан юррисем , 5 класри ҫамрᾰк артистсен ( А.Арсентьева,Е. Серебрякова,Е.Мухаров,Ю.Илюшкин) пултарулᾰхӗ ,6 класри Ершов Г. С.Шавлин «Вӗҫкӗн Ваҫҫа» сᾰвва вулани пурин чунне те хумхантарчӗ .чылайлᾰха асра юлчӗ. Ҫапла интереслӗ те хаваслᾰ иртрӗ шкулти чᾰваш чӗлхи эрнин тᾰваттᾰмӗш кунӗ .