Сᾰввине те шᾰрҫалатпᾰр ,кроссвордне те шӗкӗлтетпӗр

Паян,  ака  уйхӗн  20- мӗшӗнче, шкул  ачисем  уроксем  хыҫҫᾰн  трех  чваш  чӗлхипе  литература  плӗмне поэзи  каҫне  пухнчӗҫ.  Чваш  чӗлхипе  литература  эрнин  виҫҫӗмӗш  кунӗнче  ҫамрк  свᾰҫсем  хᾰйсем  ҫырнᾰ  сᾰвᾰсемпе илемлӗ  вулакансен конкурсне  хутшᾰнса  тупᾰшрӗҫ ,ҫав  вᾰхᾰтра ыттисем  Ухсай  Яккᾰвӗ  ҫуралнᾰранпа  100  ҫул  ҫитнине  халалласа  йӗркеленӗ (йӗркелекенӗсем : Айдак  Никита (8  кл.), Глазков  Александр (6 кл.) кроссвордсен  тупсᾰмӗсене  шӗкӗлтерӗҫ. Малтан  чᾰваш  чӗлхи  вӗрентекен  Никитина  Т. В.хᾰй  ҫырнᾰ  сᾰвᾰсемпе  паллаштарчӗ.  Унтан  ҫамрᾰк сᾰвᾰҫсем тупᾰшᾰва  хутшᾰнчӗҫ. Ҫӗнтерẏҫӗсене  палᾰртма  та  йывᾰр  пулчӗ :ҫамрᾰк  авторсен сᾰввисем  пурин  те  хᾰйне  май, вӗсенче  Ухсай  Яккᾰвӗн  пурнᾰҫӗпе  пултарулᾰхӗ  те, ашшӗ-амᾰшне  юратни  те, ҫут  ҫанталᾰк  илемӗ  те, ҫуралнᾰ  тавралᾰхран  ҫывᾰххи  ҫукки те  палᾰрать. Ҫапах  та жюри  членӗсем  конкурса  хутшᾰнакансен  тумне, хᾰйсене  тыткаларᾰшне , вулавне шута  илсе Вера  Борисовᾰн ( 7  кл. )- I  вырᾰн,  Ольга  Борисовᾰпа Ирина  Ватраскинᾰн ( 6 кл.),Екатерина  Тарасовᾰн ( 5 кл.)- II вырᾰн, Глазков  Сашᾰпа ( 6 кл.) Анастасия  Арсентьевᾰн ( 5 кл.)-  III вырᾰн , сᾰввисене  чи  лайᾰххисем  тесе  палᾰртрӗҫ.

      Чᾰваш  халᾰх  поэчӗ Ухсай  Яккᾰвӗ  ҫуралнᾰранпа  100  ҫул  ҫитнине  халалланᾰ кроссвордсен тупсᾰмӗсене  тупассипе  9  класра  вӗренекенсене  ҫитекенсем  пулмарӗҫ.Тᾰван сᾰмахлᾰха  юратакансен  эрнин  3- мӗш  кунӗ питӗ  тухᾰҫлᾰ  иртрӗ.